Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх – чăваш тĕрри кунĕ. Çавна май Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем паянхи уява хастар хутшанаççĕ.
Кашни тĕрĕ хăйне евĕрлĕ хитре. Чуна тыткăнлать. Чăваш тĕррине вара вулама пулать. Унта чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ, пурнăçĕ пытаннă, чăваш эрешĕсене пăхса эпир пирĕн халăх маттур та ăслă пулнине куратпăр.Чăваш тĕррин кунĕ ырă йăласене упраса хăварма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, ăстасен пĕлĕвне сарма пулăшать.
Автор: Тимофеева Г.В.