Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхе. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма та пулать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăй чĕлхине юратакан кашни чăваш тăван чĕлхе кунне уявлать. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче те çак куна халалласа уяв концерчӗ иртрĕ. Чĕлхемĕр çинчен сăвă-юрă янăрарĕ; вăйă-кулă, халăхăмăрăн пуян сăмахлăхĕ савăнтарчĕ; хитре тĕрĕ-эрешĕ, çыпăçуллă çипуçĕ кăмăла кайрĕ. Чăннипех те пултаруллă иккен пирĕн ачасем. Уява пĕтĕмлетнĕ май, аслисем вĕренекенсене тăван чĕлхене юратма, ăна упрама чĕнсе каларĕç.