И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул

И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул

Чӑвашсене ҫутта кӑларакан сумлӑ та чаплӑ педагогӑн Иван Яковлевич Яковлевӑн ятне Раҫҫейре те, ун тулашӗнче те анлӑ пӗлеҫҫӗ. И. Я. Яковлевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, пиншер документра палӑрса юлнӑ, вӗсем Раҫҫейри кӑна мар, ют ҫӗршывсенчи тӗрлӗ архивсенче упранаҫҫӗ. Паян апрелӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн ҫӗнӗ ӗмӗр алӑкне уҫаканӗ, наци ҫырулӑхне тӑваканӗ И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна палӑртса хӑварас тесе, Ҫӗнӗ Марат шкулӗн библиотекарӗ, выставка йӗркелерӗ. Чӑваш халӑхне панӑ халалпа паллаштарчӗ. Халал сӑмахӗсене ӑша хывмаллине каларӗ.