Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024» акци иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Экологи культурин тата çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурине ÿстересси, чăвш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!
Автор: Тимофеева Г. В.