Чăваш чĕлхи эрни

Чăваш чĕлхи эрни

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшчен Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пырать. Çак уяв чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Çавна май пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă 10-11 класс ачисем эрнен пĕррĕмеш кунĕнче «Иван Яковлев – çамрăксен чĕринче» документаллă фильм курчĕҫ. Пирĕн патриархăн пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕҫ. Чăваш халăхне çутта кăларас тесе вăл питĕ нумай ĕç тунă.

5-6 классемпе вара ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Эпир- маттур ачасем» вăйă-конкурс иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Чăвашла тупмалли юмахсен, метограммăсен, логорифсен тупсăмĕсене тупрĕç. Çакăн пек вăйăсем ачасен тавракурăмне ÿстереççĕ, пĕлĕвне тĕрĕслеме пулăшаççĕ. Конкурсра 6 класс ачисем çĕнтерчĕç.
Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет. Ӑнӑҫу сире, хаклӑ ачасем!
Автор: Тимофеева Г. В.