Çăварни

Çăварни – çуркуннехи чи илемлĕ те савăнăçлă кун. Пирĕн ачасем ашшĕ-амашĕсемпе çак уява хаваспах кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, тăвайккинчен те ярăнчĕç. Уявра пурте кăмăлтан савăнчĕç, çуллă икерчĕсемпе хăналанчĕç.


Ертÿçи Шурбина Надежда Сергеевна.