Чăваш тĕрри кунĕ

Чăваш тĕрри кунĕ

Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,
Пулни, иртни те пуласси,
Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,
Асаннесен паха тупри.
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх –Чăваш тĕрри кунĕ. Çавна май Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче мероприяти иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ тĕрĕ эрешĕсемпе, историйĕпе паллашрĕç. Ятарлă паллăсене пăхса тухрĕç. Хăйсен аллипе ăсталанă ĕç вара вăл –чи пĕлтерĕшли.
Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă. Çавăнпа асатте-асанненсен йăлине пирĕн упрасчĕ.


Автор: Тимофеева Г. В.