Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Çавна май Тимофеева Г.В. 5 класра чăваш литературипе «Туслăх вăйĕ» уçă урок ирттерчĕ.
Туслӑх, юлташлӑх, тус тата юлташ ӑнлавсем ансат пек туйӑнаҫҫĕ пулсан та, тепĕр чухне хамӑр хутшӑнура пулса иртекен пулӑмсене хамӑр та ӑнланмастпӑр. Хамӑр хушӑри ырӑ хутшӑнусене сыхласа хӑварасси хамӑра хамӑр мĕнле тыткаланинчен, эпир мĕнле сӑмах тытнинчен нумай килесси çинчен калаçрăмăр ачасемпе. Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа юлташран хакли никам та çуккине ăнланчĕç, Класпа, çемьери пекех, туслă пурăнма шантарчĕç. Туслăх вăйĕ яланах аталанса пытăр.Автор - Тимофеева Н. В.