Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх
хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Пин чĕлхерен çурри çывăх
вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас
тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ. Çавна май Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче те
пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. Мероприятие пуçласа чăваш чĕлхипе
тата литературипе вĕрентекен Тимофеева Г.В. тата Краснова Даша пĕтĕм чĕлхери тăван
чĕлхе кунне тĕнчипе еплерех уявлама пуçлани çинчен каласа кăтартрĕç. Уявра ачасем чăвашла юрăсем юрларĕç, сăвăсем
вуларĕç. Тăван чĕлхе çинчен тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Панă ыйтусен тупсăмĕ
тÿрех тупăнса пычĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Тĕрĕс хуравсем тупса жетонсем
илчĕç. Ыйтусене тĕрĕс хуравласа Матросов Николай 1-мĕш , Филиппов Иван 2-мĕш, Казаков Макар тата
Казакова Нина 3-мĕш вырăнсем илме пултарчĕç.
Чи кирлĕ, чихисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăванхалăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков. Тăван чĕлхе вăл – анне чĕлхи. Ăна пирĕн упрамалла.