Ача садне ҫӳрекенсем иртнӗ ҫулта хӑйсене пуринчен те аванрах тытнӑ пулас, Хӗл Мучи вӗсем патне чи малтан килчӗ. Юрпикепе иккӗшӗ вӗсем ачасене парнесемпе савӑнтарчӗҫ, пӗрле ташласа юрларӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑйсемпе чӑн-чӑн Кролик тусне илсе килчӗҫ вӗсем. Уяв хаваслӑ иртрӗ.