Анне, аннеçĕм, анне! Мĕн тери çепĕç, чуна çывăх та таса căмахсем. Аннесен кунне халалласа шкулта пур класра та "Анне - кашни çыншăн чи хаклă căмах" класс тулашĕнчи заняти е "Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр" черетлĕ класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем пурнăçра кашни çыншăн анне чи хаклă, чи çывăх, чи тăван тата юратнă çын пулнине çирĕплетсе хăварчĕç.
Аннесем çинчен каларăшсем пуçтартăмăр, унăн чи лайăх енĕсене каларăмăр, анне çинчен калав итлерĕç. Заняти вĕçĕнче аннесен портречĕсене ýкерчĕç. Уяв символĕ - кăвакарчăн куçĕ ( незабудка) чечек.
Видеоматериал пăхрăмăр, сăвăсем вуларăмăр, анне çинчен калаçу иртрĕ, аннесен чи лайăх енĕсене каласа чечек пуçтартăмăр, ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр. Юлашкинчен аннесен портречĕсене ýкертĕмĕр. Кăçал çaк уяв ноябрĕн 27-мĕшне лекет.
Сывлăхлă, телейлĕ пулăр,
Чун юратнă aннесем!
Яланах хаваслă кулă
Савăнтартăр çынсене.
Авторсем - Сенатова Л. Е., Афанасьева А. Г.