"Шевле" лагерь пурнӑҫӗ

"Шевле" лагерь пурнӑҫӗ
Лагерь ачисем каникула хаваслӑ та усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Паян пӗр пысӑк ушкӑн Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ тӑрӑх экскурсине тухрӗ, палӑксем патне ҫитсе килчӗ, историпе паллашрӗ. Салтаксене асӑнса палӑк умне чечек ҫыххи хучӗ.

Тепӗр пысӑк ушкӑн вара малтан бассейнра чӑмпӑлтатрӗ, хыҫҫӑн Комсомольскинчи музейра пулчӗ. Кашни экспоначӗ унта пӗр-пӗр историпе, ҫын шӑпипе ҫыхӑннӑ.