"Шевле" лагерь: 2-мӗш кун

"Шевле" лагерь: 2-мӗш кун

Паян бантиксен кунӗ иртрӗ. Шкула пурте бантикпа килнӗ. Бантикӗсем тӗрлӗрен тата: камӑн хутран, камӑн ҫипрен, камӑн хутаҫран...


Кун зарядкӑран пуҫланчӗ. Тутлӑ пӑтӑ ҫинӗ хыҫҫӑн кашни ушкӑн тӗрлӗ вӑйӑ ирттерчӗ. Пӗрисем спектакль лартма рольсем йышӑнчӗҫ, ташӑ вӗренме пуҫларӗҫ, теприсем кабинет илемлетрӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара викторина ирттерчӗҫ.

Спектакльти сыпӑка выляма хатӗрленнӗ вӑхӑтра "Оркестр" ушкӑнӑн вожатӑйне темле тухатмӑш вӑрласа кайнӑ иккен. Ушкӑнри ачасем ертӳҫине шырама, пулӑшма васкарӗҫ. Усал тухатмӑш Ольга Алексеевнӑран Баба Яга туса янӑ иккен. Тухатланине пӗтерме ачасем юрласа пачӗҫ, ӑш сӑмахсем каласа, ыталаса хавхалантарчӗҫ. Инкек сирӗлчӗ.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вара "Бантиксем - модӑра" конкурс иртрӗ. Кашниех хӑй капӑрлӑхӗпе мухтанчӗ, ӑмӑртура ушкӑнсем лентӑсемпе парне илемлетрӗҫ, чечек ҫыххи турӗҫ, ертӳҫисене ӑш сӑмах каласа парнелерӗҫ. Конкурсра туслӑх ҫӗнтерчӗ.
Фоторепортаж авторӗсем - Ульяна Наумова тата Виктория Малова