"Вилӗмсӗр полк" акци

"Вилӗмсӗр полк" акци

Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата культура керменӗн ӗҫченӗсем паян "Вилӗмсӗр полк" акци ирттерчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат тата Тукай ялӗсем витӗр аслашшӗсемпе кукашшӗсен портретне йӑтнӑ ҫынсен колонни иртрӗ, ял халӑхӗ те колоннӑна хутшӑнса пычӗ.

Палӑк умӗнчӗ вара митинг-концерт иртрӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн курма пухӑннӑ ҫынсем куҫҫулӗсене шӑлни курӑнчӗ. Вӑрҫӑра пулнӑ ентешсене асӑнса шӑп тӑчӗ халӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне халалласа ҫамрӑк армеецсем стройра утса кӑтартрӗҫ, шыравҫӑсем вара хорпа юрларӗҫ.
Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе халӑха Тукай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Аркадьевич Осипов, шкул директорӗ Альберт Соломонович Борисов саламларӗҫ.

Акци саманчӗсем фоторепортажра https://vk.com/album-8924897_282923594
vk.com