Концерт «Юрататăп сана, Чăваш ен»

Концерт «Юрататăп сана, Чăваш ен»

Чӑваш чӗлхи, янра!

Илемлĕ, илемлĕ...
Илемлĕ чăваш юрри.
Илемлĕ чăваш юрри те.
Юрлама пĕлсен кăна.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май шкулта «Юрататăп сана, Чăваш ен» концерт иртрĕ. Борисова Нарспипе Иванов Сергей уява тивĕçлĕ ертсе пыма пултарчĕç. Кĕçĕн тата аслă класри ачасем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Тӑван чӗлхене юратса Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче вӗренекенсем паян чаплӑ концерт лартса пачӗҫ. Кашни класс хастар пулчӗ. 5-мӗшсен кашӑкҫисем пурне тк тӗлӗнтерчӗҫ. 10-мӗшсен гитара кӗввипе юхакан юрри куҫҫулӗ кӑларчӗ. 9-10-мӗшсен каччи-пикисем ура хуҫса ташлама тӑрсан куракансен те урисем тӑпӑр-тӑпӑр турӗҫ. Ача садне ҫӳрекенсем пурне те автан пек авӑтма вӗрентрӗҫ 😄

Тӑван чӗлхене халалласа юрлакан хор сасси зала мӑнаҫлӑ янратрӗ. Ҫакӑн чаплӑ пек концертшӑн пурте вӗрентекенсене - Михаил Владимирович Бархоновпа Галина Викторовна Тимофеевӑна тав турӗҫ. Чăннипех те маттур та талантлă ачасем çитĕнеççĕ иккен. Ку пире, паллах савăнтарать. Апла пулсан , чăвашсен ырă йăли-йĕркине пирĕн яланах тытса пырасчĕ, асра тытасчĕ.