«Чăваш пики» конкурс

«Чăваш пики» конкурс

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче шкулта «Чăваш пики» конкурс иртрĕ. Ӑмӑртӑва 6-9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Ӑмӑрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе, чăваш чĕлхи кунне халалласа иртрĕ. Конкурса пурĕ 6 пике хутшăнма кăмăл турĕç.

Çичĕ тапхăр витĕр тухасси çăмăл мар. Малтанах вĕсем сцена çине илемлĕ тухса кăтартрĕç. Кайран вара хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕрачасем ĕлĕкхи чăваш тумĕсем тăхăнса хăйсем пĕçернĕ чăваш апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине каласа кăтартрĕç, тутанса пăхма сĕнчĕç. Пултарулăх конкурсĕ те кăсăклă иртрĕ. Пикесем юрă юрласа,савă каласа, хайсем çыхнă ал ĕçĕпе паллаштарчĕç.

Хитре пулни кăна çителĕксĕр, пикесен чăваш культурипе историне те лайăх пĕлмелле. Çавăнпа вĕсем чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунă Иван Яковлевпа тата хамăрчăваш республикипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Юлашкинчен хĕрачасем «Мода-2022» кăтартрĕç.

Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хучĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илчĕç.
Хĕрÿ тупăшура «Чăваш пики-2022» ята Е. Зверева тата К.Ильина тивĕçрĕç.

«Çепĕç пике» - Д.Краснова
«Пултаруллă пике» - Я.Надукова
«Ырă кăмăллă пике» - В.Малова
«Сăпайлă пике» - В.Семенова.

Д.Красновăпа К.Ильина «Куракансем кăмăлланă пике» номинацире те çĕнтерчĕç.
Конкурса хутшăннă пур пикене те телей, ăнăçу, çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр. Пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!


Коновалова Л.П.