Поэзи кунĕ асран каймĕ

Поэзи кунĕ асран каймĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хырай Ĕнел клубĕнче Чăваш Республикинчи 4-мĕш «Туркай вулавĕсем» поэзи фестивалĕ иртрĕ. Чăн малтан Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Осипов сăмах илчĕ. Вăл пурне те уявпа саламларĕ. Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме чĕнчĕ.


Валерий Туркай - пирĕн ентеш, чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ, Комсомольски районĕн «Кĕтне ентешлĕх Канашĕн председателĕ. Вăл поэзи фестивалĕнче пурне те ăнăçу сунчĕ. Фестивальте 5-11 класс ачисем Валерий Туркайăн тĕрлĕ сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен ачасем те Туркай сăввисене хитре те илемлĕ, пăхмасăр вуласа кăтартма пултарчĕç.

Афанасьева Мария «Сăвăсем», Матросов Николай «Эпир çĕнтеретпĕр», Матросова Лидия «Питĕрчĕк», Зверева Елизавета «Мĕн чухлĕ ырă çын çак çĕр çинче", Ильина Карина «Çĕкле пуçна, çĕкле пуçна юлташăм» сăвăсемпе паллаштарчĕç. Поэт аллинчен ырă сунса кĕнеке илни вара – вĕсемшĕн чи хаклă парне пулчĕ. Уяв пысăк шайра иртрĕ. Пурин кăмăлне те кайрĕ, кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратрĕ. Поэзи кунĕ асран каймĕ.




Автор - Тимофеева Г. В.