Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Çак ырă пулăм тăван чĕлхен тивĕçĕпе пĕлтерĕшне ÿстерме майсем парать.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн республикăра чăваш чĕлхи кунне уявлаçсĕ. Пирĕн шкулта та паян уяв. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцие ачасемпе учительсем хаваспах хутшăнчĕç . Кĕçĕн тата аслă класри ачасем хăйсен пĕлĕвне савăнсах тĕрĕслерĕç.
Асăннă акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.Ку акци пире тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине аса илтерет тата чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парать.
Автор - Тимофеева Г. В.