Кашни тунти кун пирӗн шкул гимн сассипе вӑранать, ачасене линейкӑна пухать. Иртнӗ эрне Чӑваш Республикин Гимнӗпе пуҫланчӗ пулсан, ку эрнене эпир Комсомольски районӗн Гимнӗпе уҫрӑмӑр.
Раҫҫей, республика, район, ял тӑрӑх ялавӗсемпе паллашрӑмӑр паян. Ҫак 4 ялав ҫинчен пирӗн питӗ аван пӗлмелле.
Линейка хыҫҫӑн вара класс сехечӗ вырӑнне ӑмӑрту иртрӗ. "Мухтавлӑ ентешсем" вӑййа 3 ушкӑн хутшӑнчӗ. 5-6-мӗш класс ачисем пӗр ушкӑна пухӑнчӗҫ, 7-8-мӗшсем - тепӗр ушкӑна, 9-10-мӗшсем виҫҫӗмӗшне. пкринчен нумай балл пухса, аслисем ҫӗнтерчӗҫ.