"Хыпар" Издательство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Тантăш» хаçат корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конферецийĕ

"Хыпар" Издательство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Тантăш» хаçат корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конферецийĕ

"Хыпар" Издательство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Тантăш» хаçат корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конферецийĕ иртрĕ.

Пӗтӗмпе 20 яхӑн ыйту янӑрарӗ. Олег Николаева вĕсене хуравланă май ачалăха таврăнма кăмăллă пулни сăнĕнченех палăрчĕ. Калаçу пынă вăхăтра вăл Иван Яковлевăн «Кулач» калавне те аса илчĕ.

Пресс-конференцире пирӗн хастар пикесем те пулчӗҫ. Аня, Лида, Нарспи - виҫҫӗш те шкулти пресс-центр ӗҫӗнче маттур. Вӗсен статйисем районти хаҫатра та, "Тантӑшра" та час-час пичетленеҫҫӗ.