Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Шăп 30 çул каялла, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут пысăк уяв йĕркеленĕ. Çак кун 1948-мĕш çулта Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче пирĕн Патриархăмăр И.Я.Яковлев çуралнă. Иван Яковлевич чăваш халăхне хăйĕн чĕлхипе вулама-çырма май туса парас тесе питĕ нумай ĕçленĕ: алфавит йĕркеленĕ, пĕрремĕш букварь, вĕренӳ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. «Халăх ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ И. Я. Яковлев.
Тӑманлӑ Выҫлири шкулта уяв ирхине чăваш кĕвви янăранинчен пуçланчĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Упрар тăван чĕлхемĕре» литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕпе пулчĕç шкул ачисем умĕнче. Кашни класс номерсем хатĕрленĕ. Чăваш чĕлхи, тăванлăх, туслăх çинчен сăвă-юрă янăрарĕ уявра. Кĕçĕн класра вĕренекенсем хастар пулчĕç уявра.
Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» вĕренÿ акцийĕ иртрě. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен пулчě.
Пирěн шкулта вěренекен ачасем те диктант çырма кăмăл турěç. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кабинета чăваш чĕлхине юратакансем пуçтарăнчĕç. Наци радиовĕпе паракан текста итлесе 18-ăн диктант çырчĕç. Вĕсен хушшинче 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем. Диктанта тĕрĕслесен «5» тата «4» паллă илнисен йышĕ пысăк пулни савăнтарчĕ пире.