Чăваш чĕлхи эрнинче Çĕнĕ Мăрат шкул ачисем конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Акă паян 5 класс ачисен хăйсене ыркăмăллăх енчен тĕрĕслеме тиврĕ. Çавна май 5 класра «Ырă кăмăллă-и эпир?» уçă урок иртрĕ.
Ку урок хăйне евĕрлĕ. Ачасене çĕр çинчи усала уйăрма, çывăх çынсене ыр тума, çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма, ыр кăмăллă пулма вĕрентесси - тĕп тĕллевсем. Кроссвордра урокăн темине тупма пултарчĕç. Хĕвеллĕ кластер туса «Пĕри –пуриншĕн, пурте – периншĕн» девиз патне тухрĕç. Синквейн та çăмăллăнах çырма пултарчĕç вĕсем.
«Ырă çын чĕр чунсене, çут çанталăка юратать, упрать, ваттисене хисеплет, юлташа йывăр вăхăтра пулăшать…»,- пулчĕ ачасен хуравĕ. Литературăри сăнарсенен ыра ĕçĕсене те аса илчĕç вĕсем. Урок вĕçĕнче вара чăваш халăхĕн чаплă педагогăн И.Я.Яковлевăн «Укĕтне» итлерĕç. Пире И.Я.Яковлев пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йывăр вăхăтра пулăшма, ырă ĕçсем тума халал парса хăварнă. Пирĕн пурин ырă кăмăллă пуласчĕ.Автор - Тимофеева Г. В.