Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
Иван Яковлевич хăйĕн хайлавĕсенче халăх йăли-йĕркине , пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне панă халал шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентет.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тăманлă Выçли шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак кунсенче шкул ачисем конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Акă паян Иван Яковлевич Яковлева халалласа 8 тата 9 классенче викторина иртрĕ.
Ачасем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине кăтартса пама тăрăшрĕç. Викторинăра 1-мĕш вырăна 17 балл пуçтарса Краснова Д. тухрĕ, Надукова Я. 15 баллпа 2-мĕш вырăнта, Зверева Е. тата Николаев А. 13 балл пухса - 3-мĕш йышăнчĕç.
Автор - Коновалова Л.П.