Ку çул Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче «Паха тĕрĕ кружок» хута кайни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. 7-8 класри хĕр ачасем тăрăшсах чăваш тĕррин вăрттăнлăхне вĕренеççĕ. Йăнăшсем кăштак пулаççĕ пулин те, ал ĕçне хăнăхса пыраççĕ.
«Тĕрлеме пуçласан чарăнас та килмест, кружок вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртет»,- тĕççĕ вĕсем. Чăваш тĕрринче хăйне евĕрлĕ асамлăх; кăштак пуçа та ĕçлеттерме тивет иккен. Кунта геометри орнаменчĕ те пур. Кашни эрешĕн хăйĕн ячĕ – хур карти, така мăйраки, арман çунатти, шыв юххи тата ытти те.Чăваш тĕрри ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та - хăть тÿнтер, хăть пиччĕн – пĕрешкел. Ансатлăх пĕрре те кураймăн унта.
Кружок нумаях ĕçлемест пулин те эпир ачасемпе чылай ĕç тума пултартăмăр. Кашни эреше тăрăшса туни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк ăру тăван халахăн культурипе паллашни, ырă йăлана вĕренсе пыни пире савăнтарать.