Кĕркуннен ăшă кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Апла пулсан, эпир, 8 класс ачисем, ăшă, лăпкă кĕрхи куна сая ярас мар терĕмĕр. Паян, уроксем хыççăн вăрманти илемпе киленме, уçă сывлăшпа сывлама васкарăмăр. Малтанах пылак çимĕçсемпе сăйлантăмăр. Тĕрлĕ вăйă выляса хĕр ачасемпе арçын ачасем пĕр-пĕрин хушшинче тупăшрĕç. Паллах, туслăх çĕнтерчĕ.
Кĕрхи çулçăсемпе вара выляма мĕн тери аван! Йывăçсене, тĕрлĕ курăка, хурт-кăпшанкăна сăнаса пăхатăн та - вĕсем те пирĕнпе пĕрле кĕрхи кунăн юлашки ăшă кунĕсем иртессе сиснĕ пек туйăнать. Эпир хамăра асамлă юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăмăр.
Хаваслă кулă, çулçăсем чăштăртатни , ăмăртса мечĕк тапни, сăн ÿкерчĕк ÿккерттерни – яланлăхах пирĕн асра юлĕ. Кĕрхи бала унчченхилле ирттереймерейменни (вируса пула) те аван иккен!