Паян 11 тата 9-мĕш класс ачисем юлашки уроксене вĕренеççĕ. Юлашки шăнкăрав та часах янăрĕ. Шкул коллективĕ - вĕрентекенсем, администраци, шкул ĕçченĕсем - паянхи кун атте-аннесене тав сăмахĕ калать. Дистанци мелĕпе вĕренме çăмăлах мар, атте-аннесен те чылай пулăшма тиврĕ. Эпир пур атте-аннене те ачасемпе пĕрле пулнишĕн, вĕрентес тесе тăрăшнишĕн чунтан тав тăватпăр! Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç ăнăçу кĕтет пирĕн ачасене-вĕренекенсене. Атте-анне пулăшнипе, ачасем тăрăшнипе вĕренÿ çулне чиперех вĕçлесе пыратпăр. Кашни çемьене, кашни атте-аннене çирĕп сывлăх, савăнăç, телей сунатпăр!
Акă 11-мĕшсем те васкаççĕ атте-аннесене саламлама, итлер вĕсен сăмахне!
БАСНИКОВА АЛЕКСАНДРА:
"Юратнă атте-анне, тем пысăкăш тав сире. Çак 11 çула эпир пĕрле вĕренсе тухрăмăр тесен те йăнăш мар. Пĕчĕк чухне уроксене йĕре-йĕре туни (пĕчĕк чух выляс килет ытларах), поделкăсем ăсталани, костюмсем çĕлени, ирсерен сăвă вĕренни асра, атт-анне яланах юнашар пулнă, кирлĕ чух пулăшнă, кирлĕ чух хытарнă. Хытарни те кирлех çав пире))). Тавах сирен чăтăмлăхшăн, ăнланнăшăн, хавхалантарса пынăшăн."
МАТРОСОВА АННА тата ТАТЬЯНА:
"Пирĕншĕн чи юратнӑ, чи хаклӑ, чи хисеплĕ аттепе анне. Эсир пире ҫутӑ, яланлӑхах асра юлакан ачалӑх парнелерĕр. Пирĕн пурнӑҫ сирĕнпе ҫеҫ тулли. Вĕрентсе каланӑ сӑмахӑрсем яланах чĕрере упранĕҫ. Кирек хӑш вӑхӑтра та ачусене сĕнӳ-канаш панӑшӑн, пулӑшма васканӑшӑн, чун-чĕре ӑшшине парнеленĕшĕн ҫĕре ҫити пуҫ таятпӑр. Эпир сире ҫирĕп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, ҫутӑ телей сунатпӑр. Атте - ҫемье тĕрекĕ, анне - ҫемье ӑшши. Атте-анне пурри пуянлӑх! Ҫак пурлӑха ҫухатас марччĕ. Тавах сире, атте-анне!"
НАУМОВ ЕРМАК:
"Атте-анне, тав тăватăп. Эсир пулăшса пынă, вĕрентсе тăнă. Эсир çине тăнипе, хавхалантарнипе эпир 11 пĕтерсе пыратпăр. Эсир тăрăшнипе эпир ялан тутă та таса. Чирлесен, йывăрлăх сиксе тухсан эсир ялан пулăшма хатĕр. Тавах сире, Туррă сывлăх патăр, савăнмалли кунсем ытларах пулччăр. Сире йăл кулса тăнине çеç курар эпир."
ЧЕРНОВ СЕРГЕЙ:
"Юратнă атте-аннене эп тав тăватăп. Чирлесен эсир çумра, йывăр пулсан та эсир вăй паратăр. Халь эпир пысăкланса çитрĕмĕр темелле, шкул пĕтеретпĕр. Эсир пурри пире хавхалантарать, ĕçлеме, вĕренме, тăрăшма хистет. Сывлăхлă пулăр, телей сунатăп!"