Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрĕ паян. Шкул ачисем килте кам радио итлесе, кам интернет урлă диктант çырчĕç.
«Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров вуларĕ. Диктант валли Ю. Скворцов çырнă "Уках хурăнĕ" хайлав сыпăкне суйласа илнĕ иккен.
"Пĕр кунта пĕтĕм чăваш диктант çырма ларни мĕн парать?" - тейĕ хăшĕ-пĕри. Ку пире пĕрлештерет, чĕлхемĕре упрама хавхалантарать, вĕреннисене аса илтерет. Унсăр пуçне аслисене кура кĕçĕннисем те тăван чĕлхене хисеплеме вĕренĕç.
Паян диктант çырма хăшĕ-пĕрисем çемйипех ларнă. Сăмахран, акă Матросовсен çемйи пĕр сĕтел тавра пурте пухăннă. Маттур!