Паттăрсене асăнса уçă урок иртрĕ

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра чăваш литературипе уçă урок иртрĕ. «Паттăрсене асра тытатпăр» ятлă урок ку çулхи Ăстăвăм тата Мухтав çулне халалланă мероприяти пулчĕ. Уçă урок хăйне евĕр иртрĕ. Чи малтанах ачасем вăрçăран килнĕ салтак çырăвĕсемпе паллашрĕç. Чăвашла илемлĕ те таса вуласа кăтартрĕç. Паллах, салтаксен шăпи вĕсене шутлаттарчĕ, пăшăрхантарчĕ. Кашни салтак вăрсă вăхăтĕнче тăван кил çинчен, тус-юлташĕ çинчен, тăшмана çĕнтересси çинчен шутланă.

Илпек Микулайĕн «Госпитальте» тата Б. Полевойăн «Повесть о настоящем человеке» хайлаври паттăр салтаксен сăнарĕсене ачасем икĕ ушкăна пайланса тишкерчĕç. Хĕвеллĕ кластер, сиквейн, венунги мелĕпе С. Михайловăн тата А. Мересьевăн сăнарĕсене уçса пачĕç. Танлаштаруллă характеристика турĕç. Вĕсем, чăнах та, çирĕп кăмăллă, чăтăмлă, мал ĕмĕтлĕ, Тăван çĕр-шыва чунтан юратакан, хайсен юнĕпе Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсем пулнине çирĕплетрĕç 8-мĕш классем.

Ачасем урокра питĕ хастар хутшăнчĕç. Учитель панă ыйтусене туллин хуравларĕç. Хăйсен мăн аслашшĕпе куккашшĕсен вăрçăри паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Урок ачасемшĕн усăллă иртрĕ. «Эпир паттăрсене, пире мирлĕ пурнăç панă çынсене нихăçан та манмăпăр! Чыс та мухтав вĕсене»,- пĕтĕмлетÿпе вĕçленчĕ урок.

Автор - Г. В. Тимофеева