Хĕрсем каччăсене саламларĕç - Поздравили наших защитников


Арçын ачасене, учительсене, атте-асаттесене чысласа Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче уяв концерчӗ иртрӗ. Раççей шкул ачисен юхăмĕн активисчӗсем концерт валли шӳтлӗ видеоролик хатӗрленӗ иккен, арçын ачасене ушкăнсене уйăрса евĕрленĕ вĕсем. Арҫын ачасем хырӑм тытсах кулчӗҫ. Концерт программине те, сценарине те хĕрачасемех çырса хатĕрленĕ. Хӗр ачасем парне арҫын ачасене килĕшрĕ пулӗ тесе шанаҫҫӗ. Илемлĕ юрӑсемпе хумхантаракан сӑвӑсем янӑрарӗҫ концертра. "Шăпчăксем" ансамбль (ертÿçи Галина Геннадьевна Степанова) янраттаракан юрăсем куракансене тыткăнларĕç.

Ҫавӑн пекех уяв ячĕпе шкул почти ӗҫлерӗ. Хӗр ачисем открыткӑсем хатĕрлерĕç, ҫырусем ҫырчӗҫ. "Почтальонкăсем" вара - 7-мĕш класс пикисем - каччăсене салатса пачĕç. Уяв вӗҫӗнче пурте пӗр харӑс "Пусть всегда будет солнце"юрра шӑрантарчӗҫ. Чӑнах та, яланах хӗвелпе тӑнӑҫлӑ тӳпе пултӑр. Аннепе атте яланах пултӑр!

Хаклӑ арҫын ачасем, атте-пиччесем, асатте-кукаçисем, Тӑван Çӗршыва Хӳтӗлекенсен Кунӗ ячӗпе саламлатпӑр сире! Пур ӗҫре те, пуҫарусенче те чи лайӑх кӑтартусем пулччăр. Тивӗҫлӗхпе хӑюлӑх сирӗн пӗрремӗш вырӑнта пултӑр. Уяв ячӗпе!

В честь мальчишек, учителей, пап и дедушек сегодня в школе состоялся праздничный концерт. Активисты РДШ подготовили к концерту шуточный видеоролик. Прозвучали песни и стихи. Девочки надеятся, что подарок мальчишкам понравился.

Также сегодня работала праздничная школьная почта. Мальчишкам девочки дарили открытки, писали письма. В конце дня все хором исполнили песню "Пусть всегда будет солнце". Действительно, пусть всегда будет солнце и мирное небо над головой. Пусть всегда будут мама и папа!
Автор - Нарспи Борисова
#ВоВместе19_20
https://vk.com/album-8924897_269483773