Шкулти "Шăпчăксем" ансамбль сурхури йăли-йĕркисем çинчен сахал мар пĕлет. Ачасене кунсерен чăваш юрри-ташшисĕр пуçне, йăли-йĕркисемпе те ансамбль ертÿçи Галина Геннадьевна Степанова паллаштарать. Сурхури эрнинче ансамбль артисчĕсем ял тăрăх тухнă. Чĕнсе йыхравлакан çынсем патне кĕрсе ăшаланă пăрçа тутаннă, юрласа-ташласа савăнтарнă. Пăрçа-мăйăра ывăтса ытлăх-сывлăх суннă.
Ак епле сăмахсем калаççĕ иккен сурхури ачисем:
- Ĕнисем сĕт нумай паччăр!
- Килте укçа-тенкĕ нумай пултăр!
- Çак кил хуçисем нихçан та ан чирлеччĕр!
- Сĕтел тулли апат тăтăр!
- Выльăх-чĕрлĕх хыт ĕрчетĕр!
- Çак пÿртре юрату хуçалантăр!
Такмакласа юрлакан пĕчĕк шăпăрлансене паллах çынсем хаваспах кĕтеççĕ. Парне-кучченеç хатĕрлеççĕ. Тукай тата Çĕнĕ Мăрат çыннисем, кĕтсе тăрăр, сирĕн пата та çитеççĕ)))
Школьный ансамбль "Соловьи" помнит и чтит не только фольлорные песни и танцы, но и традиции, обряды. На этой неделе ребята вышли по деревне. По старым традициям в крещенскую неделю дети ходили по домам, пели, плясали, желали добра. Считалось, что если добра желают дети, то это непременно сбудется, поэтому люди зазывали ребят к себе домой, угощали гостинцами. Особенно в эту пору любили жаренный горох, который являлся неким символом щедрости, здоровья, успеха. Детишки осыпали горохом и желали благополучия. Горох - круглый, а это означало хорошее хозяйство, здоровье хозяев и домашнего скота, увеличение поголовья, прибыль.
#ЫрăЙăла #ДобрыеТрадиции_сРДШ Видео ссылка