Кĕçĕн классенчи ачасем тепĕр чух вăйă пуçласан хăйсем çул çинче пулнине те манаççĕ. Асăрханса çÿремесен инкек тĕлне пуласси те часах. Çавăнпа 1-5-мĕш класс вĕренекенĕсемпе çул-йĕр йĕркисене аса илтĕмĕр. Ача-пăча вăйă юратнăран "Асамлă хир" ăмăрту иртрĕ. Çул çинче, транспортра пулнă чух çынсен хăйсене епле тытмалли пирки калаçу пулчĕ.
Ăмăртура финала Ваня Филиппов, Софья Иванова, Антон Туйдуков тухма пултарчĕç. Вăйăра выляса яракан никам та пулмарĕ. Ара, кам йĕркене пĕлет, пăхăнать - вăл çĕнтерÿçĕ. Халь, йĕркесене аса илнĕ хыççăн апла пурте çĕнтерме пултараççĕ, çавăнпа пурне те парне лекрĕ. Çутатса тăракан çаврашкасене пурте илчĕç. Ку парнесемшĕн эпир Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствине тав тăватпăр.
10 января в школе состоялась игра "Поле чудес". Учащиеся 1-5 классов в ходе игры вспомнили правила дорожного движения. Также вспомнили, как нужно себя вести в транспорте, выяснили, с какого возраста можно кататься на велосипеде. Проигравших в этом конкурсе не было, ведь каждый, кто помнит и соблюдает правила осторожности, будет в какой-то степени в выигрыше.
В финал вышли Филиппов Иван, Иванова Софья, Туйдуков Антон. Но подарки - светоотражатели - достались всем: и участникам игры, и зрителям. Светоотражатели помогут избежать беды. Пусть каждый пешеход будет заметным на дороге. А за подарки мы благодарны Минобразованию и молодежной политики Чувашской Респулики.
Автор - Петрова Т. А.
#ПравилаБезопасностиэй