Шкул ачисем унчченех "Култаракан арча" шÿтлĕ кăларăмсем хатĕрленĕччĕ. Пилĕк кăларăм куракан патне çитнĕччĕ. Ачасене те, куракансене те ку ĕç кăмăла кайнăран малалла та аталанас, тата шÿтлĕ сценкăсем хатĕрлес шухăш çухалмарĕ. Каникулсенче шкул ачисем тата виçĕ кăларăм ÿкерме пултарчĕç. Хальлĕхе монтаж ĕçĕсем пыраççĕ. Çывăх вăхăтра сире тепре хырăм тытса култарма шантараççĕ шкул хастарĕсем. Çĕнĕ кăларăмсем "Патак ачи", "Чи телейлĕ ача", "Ĕмĕтленни сиенлĕ мар", "Дежурный пултăм" ятпа тухĕç. Кĕтетпĕр!
В каникулярные дни много свободного времени. И это время ребята не тратили зря. Школьный пресс центр 'Новая волна" уже ранее выпустила несколько шуточных номеров юмористического детского журнала "Веселый чемодан". И вот решили это дело продолжить. На днях были отсняты еще несколько видео роликов под названием "Самый счастливый школьник", 'Мечтать не вредно", "Я был дежурным" на чувашском языке, пока ведутся монтажные работы. Но скоро мы сможем увидеть творчество ребят. Ждем!