Кăрлачăн виççĕмĕшĕнче шкул группинче онлайн викторина иртрĕ. Викторинăра шкул ачисем хастар хутшăнчĕç. Чи малтан тĕрĕс те тулли хуравсем Анна Матросова ярса пачĕ, вăлах çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ.
Викторина хуравĕсем!
1. Çĕнĕ Мăрат ялĕ хăш ĕмĕрте пулса кайнă?
Истори докуменчĕсенче ял 17-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çур çулĕнче пулса кайни курăнать.
2. Малтанах Çĕнĕ Мăрат ялĕ мĕнле уес/республика шутне кĕнĕ?
Малтанах Ҫĕнĕ Мӑрат ялĕ Свияжский (Ямаш)уес шутне кĕнĕ.
3. Чи малтанах Çĕнĕ Мăратăн хăш урамĕ йĕркеленнĕ?
Чи малтанах Ҫĕнĕ Мӑратӑн Хапаскасси е Турикас урамĕ йĕркеленнĕ. Халь ку урам Набрежная ятпа палăрать.
4. 1748-мĕш çулта Каçалта православи прихочĕ йĕркеленет, çак пулăм Çĕнĕ Мăрат ялне мĕнле витĕм кÿрет? Çĕнĕ Мăрат хăш-пĕр çыннисем христианство тĕнне йышăнма пуçлаççĕ, малтанласа чăвашсем çут çанталăк вăйĕсене пăхăнса тăнă.
5. Çĕнĕ Мăратра пĕрремĕш хут шкул хăçан уçăлнă?
Ҫĕнĕ Мӑратра пĕрремĕш хут шкул 1913 ҫулта уҫӑлнӑ.
6. Тукай ялĕн историйĕ виçĕ халапра курнать. Пĕрремĕш халап тăрăх ку ял Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Тукайсем куçса килнипе çыхăннă. Иккĕмĕш халап тăрăх вара Шупашкар тăрăхĕнчи чăвашсем кунта тутарсем хыççăн çĕр шыраса килнĕ. Виççĕмĕш халапĕ мĕнле-ши?
3-мĕш халап тăрăх яла Тукай ятлă улпут пуçласа янă.
7. 1927-1939 çулсенче Тукай ялĕ мĕнле район шутне кĕнĕ? Йĕпреç районне.
8. Тукайри св. Архангел Михаил ячĕпе чиркÿ хăçан уçăлнă? Ăна мĕнле укçапа тунă? 1899-мĕш ҫулта уҫӑлнӑ. Ӑна чиркĕве ҫӳрекенсен укҫипе тунӑ.
9. Тукай ялĕнче шкул пуçласа хăçан уçăлнă? Пирвайхи учитель ячĕ мĕнле? 1898-мĕш ҫулта уҫӑлнӑ. Пирвайхи учитель - Михаил Никитич Александров.
10. Тукайра колхоз 1931 çултах пулса кайнă. Мĕн ятлă пулнă вăл? Пĕрремĕш председатель ячĕ. Тукайри колхоз 1931 ҫулта "Тугай" ятлӑ пулнӑ. Пĕрремĕш председатель - Георгий Тарасович Печников.