Пирĕн шкул ачисем çулсерен ял клубĕсенче концерт лартасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кашни çул чÿк-раштав уйăхĕсенче ачасем ял-йыша юрă-кĕвĕпе хавхалантараççĕ, клубсене пысăк концертпа тухаççĕ.
Кăçал та йăларан пăрăнас темен хастарсем. Раштавăн 12-13-мĕшсенче Çĕнĕ Мăрат тата Тукай ял клубĕсенче вĕренекенсем концерт лартрĕç. Театр çулне вĕçленĕ май сцена çине шкул театрĕн артисчĕсем юмах-сценкăсемпе тухрĕç. 4, 6, 7, 10-мĕшсем класс ертÿçисемпе пĕрле пĕчĕк спектакльсем хатĕрленĕ. Чăн-чăн артистсем пекех вылярĕç вĕренекенсем. "Шăпчăксем" ансамбль те (ерт. Степанова Г. Г.) çĕнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. "Йăлана манмасăр татах та çĕнĕ номерсем хатĕрлĕр", - тав туса сунчĕç пулас артистсене куракансем.
Ежегодно в ноябре-декабре наши школьники выступают а сценах родных деревень. Так и в этом году школьники подготовили большую концертную программу, с которой выступили в сельских клубах д. Новые Мураты и с. Тугаево. Завершая год театра, учащиеся 4, 6, 7, 10 классов под руководством классных руководителей выступили с небольшими сказками-спектаклями. Детский фольклорный ансамбль "Шăпчăксем" тоже подготовил новую программу. Односельчане поблагодарили ребят и пожелали им дальнейших творческих успехов.