Авăн уйăхĕн 20-мĕш кунĕ Тукай шăпăрланĕсемшĕн уйрăмах хаваслă иртрĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем патне паян…цирк килнĕ!
Çак кун «Миракл» цирк тĕлĕнтермĕшĕсем Тукай ялне килсе çитрĕç.
«Конфетка» ятлă клоун «пусто-пусто» вăйăпа,кулăшла мелпе обруч çавăрассипе тата ытти шӳтпе те пĕчĕкскерсене хырăм тытса куласси патнех çитерчĕ. Тĕлĕнтерчĕ те. Сăмахран, пĕр ал чăмăркки хушшине кроссовкă е туалет хучĕн рулонĕ мĕнле вырнаçтăр-ха? Анчах «Конфетка» вырнаçтарма пултарчĕ.Ăçта-ши? Ăна,паллах, никам та «пĕлмест».
Тата вĕсене… илемлĕ тăхăннă пике хамелеон,çĕлен(2 метр ытла!) кăтартса хăратрĕ те тĕлĕнтерчĕ.
Тепĕр фокусçи сĕтел çиттине вĕçĕнчен тытса ăна сцена çинче «вĕçтерсе» çӳрерĕ. Çивĕч шăллă крокодил та сцена çине тухмасăр юлмарĕ. Шкатулкăран суя укçасенчен виççĕ шутланă çĕре чăн-чăн укçасем кăларса пачĕ. Тата кĕленче çине выртса,пăта çинче тăрса тĕлĕнтерчĕ. Пике ун çине çĕçĕсемпе, пуртăпа тĕллерĕ, анчах фокусçăна, паллах нимĕн те пулмарĕ.
Тĕлĕнсен-тĕлĕнсен ачасем пылак ватăпа хăналанчĕç.
Тепĕр хутчен килсе савăнтарасса шанса тăраççĕ ку шăпăрлансем.