Ҫуллахи хаваслӑ каникула 2,4-мĕш классене вĕренсе пĕтернĕ ачасем инçет çул çÿреврен пуçларĕç. Ҫул çÿрев маршручĕ вара – Йĕпреç тӑрӑхĕ. Малтан вĕсем «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексĕпе паллашрĕç, кайран кӑмӑла кайиччен ӑшӑ бассейнра чӑмпӑлтатрĕç. Шывра ишме пĕлменнисене те ертÿçĕсем аванах ишме хӑнӑхтарчĕç. ФСК тренерĕ ачасене çуллахи вӑхӑтра шывра ишмелли хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчĕ, пĕлмен вырӑнта шыва кĕриччен бассейна килмелли пирки каларĕ, каникула усӑллӑ ирттерме сунчĕ.
Малалла ачасенеТихонова Т.В.,Курицына Е.Н. ертÿçĕсем Йĕпреç поселокĕпе паллаштарчĕç . Тĕнчипе паллӑ Алексей Маресьев летчик палӑкĕ умĕнче пуç тайрĕç, чукун çул историйĕ те пурне те кӑсӑклантарчĕ.
Пуринчен те интереслĕреххи вара Ҫÿл тÿпе айĕнче вырнаçнӑ этнографии музейĕ пулчĕ. Кунта вĕсемшĕн нумай çĕнĕлĕх пулчĕ. Елĕкхи çуртсем, хуралтӑсем,çил тата шыв арманĕсем, ӑстаçӑсен ал ĕçĕсем… Надежда Гурьевна экскурсовод каласа панине ачасем çӑвар карса итлерĕç, çине-çинех ыйтусем пачĕç. Кану валли те вӑхӑт тупрĕç ачасем. Музей тӑрӑхĕнчех вырнаçнӑ беседкӑра апатланчĕç, киленичченех чуччу çинче ярӑнчĕç.
Ҫул çÿрев пуриншĕн те кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулчĕ. Ачасем, çуллахи каникула та хаваслӑ ирттерĕр!