Чăвашла юрлатпăр-ташлатпăр

Паянхи кун пирĕн шкулта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак кун эпир хамăр историне тепĕр хут аса илетпĕр. Уроксем те чăваш чĕлхи кунĕнче ытти чухнехинчен урăхларах иртеççĕ. Тăхтавсенче те йăлт урăхла пек туйăнать. Аваллăха лекнĕн, темле кинора пулнăн туйăнать. Пурте илемлĕ, тĕрĕллĕ саппун аркисем вĕлкĕшеççĕ, шăнкăр-шăнкăр тенкĕ сасси илтĕнет. 

Ирпе уяв концерчĕ кăмăла çĕклерĕ, маттурисем юлашки урокра чăваш диктантне шăрçаларĕç. Уроксем пĕтсен вара чăваш дискотекинче вылярăмăр та, ташларăмăр та. Юрлакансем те тупăнчĕç, реп кĕввипе "Вĕçкĕн Ваççа"çинчен каласа пачĕç. Унтан çумăрпа хĕвелле те вылярăмăр, туслăх çăмхине те пĕтĕртĕмĕр. Урасем ывăнчĕç пулин те киле пурте тулли кăмăлпа кайрĕç))

День у нас сегодня прошел просто волшебный. Утром порадовал всех праздничный концерт. Уроки сегодня казались необычными, даже на переменах казалось, что мы попали в какой-то совершенно другой мир. Тут девушки в вышитых платьях, мальчишки в домотканых рубахах. Звонкие монетки на украшениях. Будто попали в сказку. После уроков прошла самая настоящая чувашская дискотека. Плясали, играли, даже пели реп. Домой все уехали уставшие, но очень довольные.
Видео по ссылке https://vk.com/club8924897?z=video242007119_456239257%2F32a31ca1ff3ea8e738%2Fpl_wall_-8924897