Лидер школьного пресс-центра Аня Матросова об участии в республиканском слете юных корреспондентов:
"Паянхи куна чӑтӑмсӑррӑн кĕтрĕм. Мĕншĕн тесен паян "Çамрăк корреспондентсен III-мĕш слечĕ" иртрĕ. Ҫак уяв Хыпар издательство ҫуртĕнче пулчĕ. Кунта ҫамрӑк ҫыравҫӑсене хавас кӑмӑл-туйӑмпа кĕтсе илчĕҫ. Хаҫата яланах ҫырса тӑракансене, конкурссен ҫĕнтерӳҫисене хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларĕҫ. Пĕчĕк концерт та лартса пачĕҫ. Тĕрлĕ ӑсталӑх класĕсем иртрĕҫ. Эпĕ "Сенкер экран хыҫĕнчи вӑрттӑнлӑхсем" ӑсталӑх класне кайрӑм. Ҫакӑнта Чӑваш наци телекуравĕн редакторĕ Мальвина Петрова ачасене тĕрлĕ вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчĕ. Журналистӑн яка, илемлĕн калаҫма тĕрлĕ хӑнӑхтарусем те тумалла иккен. Чи кирли хӑрамалла мар, хӑюллӑ пулмалла. Мальвинӑпа малашне ҫыхӑну тытса тӑрасса шанатӑп.
Тепĕр ӑсталӑх класĕ - компьютер технологийĕпе усӑ курса ача-пӑча пичет кӑларӑмĕсене хатĕрлесси. Кунта Марина Иванова " Хыпар" ИҪ дизайнерĕпе Михаил Ивановпа художник хаҫат-журналӑн хуплашккисене еплерех тунине, мĕнле программӑсемпе ĕçленине каласа пачĕç. Эсĕр сӑнанӑ пуль, ĕнтĕ хаҫат ҫинче ҫырнӑ текстсене юпасем ҫине уйӑрса ҫыраҫҫĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен капла вулакансене вулама меллĕрех. Йĕркесем вӑрӑм пулсан тепĕр йĕрке аяларах вулама куҫнӑ чух ӑҫта ҫитнине ҫухатса яма пулать. Ҫавӑнпа ҫапла пичетлеҫҫĕ иккен.
Слетӑн 2-мĕш пайĕнче килнĕ хӑнасене саламлама Алексей Московский, "тетте" килсе ҫитрĕҫ. Эпĕр вĕсемпе пĕрле юрларӑмӑр, ташларӑмӑр.
Пысӑк тав ертӳҫĕсене мана уява чĕннĕшĕн. Мана слет питĕ килĕшрĕ. Эпĕ ҫĕнĕ юлташсем тупрӑм, экспертсемпе паллашрӑм."