Ашшĕсене саламларĕç

-Эсĕ кама юрататăн? 
Аçуна е аннÿне, 
Аппуна е пиччÿне? 
-Юрататăп аннене, 
Юрататăп аттене, 
Кукаçине, кукамая, 
Аппана та шăллăма. 
Асатте те хаклă маншăн, 
Асаннене хăварам-ши? 
Çук , паллах. Вăл лайăх питĕ: 
Мана юратать вăл хытă. 
Юрататăп вĕренме, 
Ĕмĕтпе ялан утма. 
Юрататăп, юрататăп, 
Юрататăп пурнăçа 

Çапла ĕнтĕ. Эпир хамăр çемьере пурăнакан кашни çыннах, çывăх тăвана çав тери юрататпăр. Ҫавна май иккĕмĕш класра вĕренекенсем ҫывăх ҫынсене уяв ячĕпе саламларĕҫ. Чĕререн тухакан сăмахсем, юрă-кĕвĕ, сăвăсемпе кулăшсем янрарĕҫ залта. Чи пахи вара - «пирĕн тĕпренчĕксем» хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем пулчĕҫ.

Каждый ребенок любит своих родителей, любит братьев, сестер, бабушек и дедушек. Пусть порой и возникают недопонимания, но это вовсе не значит, что мы не любим друг друга. Вот и второклассники, готовя праздник для пап, пригласили и мам, и других родных. Второклассники порадовали близких людей песнями и танцами, стихами и самодельными подарками. В этот день ребята еще раз признались родным в своей открытой, искренней любви.

Автор: Курицына Е. Н.