Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Çамрăксен хаçачĕ» кашни çул фотоконкурс йĕркелет. Кăçал Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнине шута илсе сăн ÿкерчĕксен «Ырă ĕç тăвар-и?» конкурсне пуçарнăччĕ. Ăна пĕтĕмлетмешкĕн вăхăт çитрĕ.
Çырусем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитрĕç. Сăн ÿкерчĕксем «Ырри ан ыртăр» проектра пичетленчĕç, ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнĕнче вырнаçтартăмăр. Эсир «лайк» лартса килĕшнисене палăртрăр. Çулталăк тăршшĕпе пынă фотоконкурсра Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн волонтерĕсем мала тухрĕç.
Ачасем директорăн вĕренÿ енĕпе ертсе пыракан заместетителĕ Ирина Борисова ертсе пынипе пуканесем ăсталанă, туслăх çинчен юмах хайланă. Аслă класра вĕренекенсем ăна «Салтак тÿми» ача садне çÿрекен шăпăрлансене парнеленĕ. Пĕчĕккисем пуканесене кăмăлланă, хутран ăсталанăскерсем вĕсем патĕнчех «пурăнма» юлнă.
"Пурте маттур! — терĕ Ирина Ивановна. — «Ачасем-ачасене» акци ăнăçлă иртет. Çĕнĕ çул çывхарнă май аслисем кĕçĕннисене ташлама вĕрентеççĕ, маскарада мĕнлерех тум суйламалли пирки сĕнÿ параççĕ». Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем — çут çанталăк тусĕсем. Нумаях пулмасть ачасем сырăшсем ăсталанă, вĕсене йывăçсем çине çакнă.