Раштавăн 28-мĕшĕнче шкулти акт залĕ пач та пушă тăмарĕ. Малтанах зала чи пĕчĕккисем ача садĕнчен килсе тулчĕç, илемлетнĕ чăрăш тавра юрласа тат ташласа савăнчĕç. Хĕл мучипе Юр пикене сăвăсем парнелерĕç. Шăв-шав лăпланса та çитеймерĕ - зала 1-4-мĕш класс ачисем вĕçтерсе çитрĕç. Хавас кĕвĕ тата кулăшла ташă-вăйă пурне те хаваслантарчĕ.
Кĕçĕннисем тухса кайсан кунта 5-7 класс ачисен кулли-сасси янрарĕ. Кусем залра çеç мар, шкулĕпех кабинетран кабинета чупса Тухатмăш карчăкăн хаваслăхне шырарĕç. Тупрĕç-тупрĕçех! Тулхăрса тăракан хаяр карчăк та хавасланса уява хатĕрленме тытăнчĕ.
Каç енне вара чăрăш тавра 8-11-мĕш классем карталанчĕç. Чăвашла та, вырăсла та тăпăртатрĕç каччăсемпе хĕрсем. Хăйсен пултарулăхне кăтартнă май парнесем те илчĕç. Хăшне асамлă ручка лекрĕ, хăшĕ вара автомобиль те илме пултарчĕ.
Уява йĕркелекенсем тата ирттерекенсем - 10-мĕш класс волонтересем пулчĕç. Ачасене савăнтарма, уяв программине тытса пыма пултарчĕç вĕсем, хумхансан та чăн-чăн артистсем пекех вылярĕç рольсене
Уява кашни килте кашниех кĕтет пулĕ. Пурте пĕр-пĕрне саламлама васкаççĕ, парнесем хатĕрлеççĕ. Çĕнĕ çула ырăпа кĕтсе илесчĕ, киввине те кăмăлпа ăсатасчĕ!
#ВоВместе2018#ДетиДетям