Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн акт залĕнче республикăри пултаруллă та хастар ачасем пуçтарăнчĕç. Вĕсем - "Тантăш" хаçат ирттернĕ "Симĕс тавралăх", "Çут çанталăк - хавхалану çăл куçĕ", "Спортра - сывлăх" тата "Тетте" журнал йĕркеленĕ "Кам мĕнпе ярăнать?" конкурссен çĕнтерÿçисем. Уяв аван иртрĕ, усăлли нумай пулчĕ ачасемшĕн. Вĕренекенсем министрпа канашлани, тĕрлĕ ыйтусем пани уйрăмах паха.
Уява пирĕн шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç, конкурссенче мала тухнисем хаклă парнесемпе, савăк кăмăлпа таврăнчĕç. Ачасем уява йĕркелекенсене чунтан тав тăваççĕ. Малашне те "Самант", "Тетте", "Тантăш" хаçат -журналпа туслă пуласса шантараççĕ.