Атте-аннесем шкул пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ

Атте-аннесем паян шкулта пухăнчĕç. Малтанах ачасем вĕсене хăйсен юрри-ташшипе, кулăш-шÿтпе савăнтарчĕç. Каярах вара вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем шкул пурнăçĕ пирки калаçрĕç. Аслă класс ачисен ашшĕ-амăшĕ ытларах экзамен тытасси пирки шухăшларĕ. Кĕçĕн тата вăтам класс ачисен ашшĕ-амăшне шкулта икĕ ют чĕлхе вĕренесси пăшăрхантарчĕ. Вĕренекенсен сывлăхĕ пирки те пулчĕ калаçу.