Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре паллă мар салтаксен кунне ирттерме йышăннă. Камсем вĕсем паллă мар салтаксем... Вăрçă хирĕнче пур вăйпа тăшмана хирĕç тăракансем, пленра асапланса вилекенсем, тĕлли-палли юлмиччен сирпенсе кайнисем... Хыпарсăр çухалнисем...
Кашни ялтах пур ун пек салтаксем. Вăрçа кайнă чух вĕсен ят, хушамат, ашшĕ ячĕ пулнă. Вăрçăри хаяр çапăçу хыççăн вара хăш-пĕр салтак ятсăрах тăпра айне пулнă, çухалнă. Паянхи кун шыравçăсем кунсерен салтак юлашкисене тупса çĕклеççĕ, чылайăшĕ вĕсенчен – ятсăр... Эпир те ытти шыравçăсемпе иртнĕ çулла экспедицире пулнă чух 190 салтака тирпейлесе юлашки çула ăсатрăмăр, анчах та 11-шĕн çеç ятне тупса палăртма, тăванĕсене пĕлтерме май пулчĕ.
2018 çулта Чăваш енри 5 салтак тăвансем патне таврăнчĕ, тăван ял масарĕ çинче канлĕх тупрĕ. Çывăх вăхăтра Вăрнар районĕнчи Уравăш ялне тепĕр салтак таврăнмалла. Çĕнĕ Мăрат салтакне тупнă Мускав шыравçисем пĕлтĕр тăван çыннине салтакăн медальонне, тупнă вырăн сăн ÿкерчĕкне, документсене, историне панă.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнчен вăрçа тухса кайнисен йышĕ 200тен иртет, вĕсенчен çурри тенĕ пек каялла таврăнман. Астăвăм кĕнекинче (1996 ç.) палăртнă тăрăх пирĕн ялтан 60 ытла çын хыпарсăр çухалнă. Çулсем иртнĕ май нумай документ секрет шайĕнчен тухса пырать, çавсене Оборона Министрестви ОБД-мемориал сайтра кăларса пырать. Сайт çулсерен çĕнелсе пырать, çĕн материал кĕртет. Хыпарсăр çухалнисенчен халĕ хăшне-пĕрне шыраса тупма та пулать.
Сăмахран, Çĕнĕ Мăратра 1924-мĕш çулта çуралнă Степанов Николай Степанович 18 тултарсан вăрçа тухса кайнă. Каярах вара амăшĕне Оленева Марфа Петровнăна вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Ывăлĕ чĕрĕ-ши, вилнĕ-ши тесе епле çуннă пуль амăш чĕри... Паянхи кун паллă – Николай Степанович хыпарсăр çухалман. 87 стрелок дивизийĕн 262 полкĕнче аслă сержант, взвод командирĕн çумĕ, пулнă вăл. Вăл Тухăç Пруссинче çапăçура 1945 çулхи акан 19-мĕшĕнче пуçне хунă. Кăшт çеç пурăнса çитеймен çĕнтерÿ кунĕччен. Наутцвинекль салинче пытарнă ăна. Каярах вара тăванла вил тăприне (братская могила) Калининград хулине, Космодемьянски салине куçарнă. Документсем çинче вара салтакăн тăван ял ятне йăнăшпа çырни курăнать – Новая Мурата тата Новая Мурита тени пур.
Тепĕр тĕслĕх пирки те калар. Суромов Василий Алексеевич та астăвăм кĕнекинче хыпарсăр çухалнă пек курăнать. Анчах та ку каллех вăхăтĕнче шыранă чух янă йăнăшсене пула çапла пулса тухнă. Вăрçа тухса кайиччен салтак Немцев хушаматпа çÿренине пире тăванĕ шкула пырсан пĕлтерчĕ. Эпир çийĕнчех сайтсене кĕрсе пăхса тепĕр хут тишкертĕмĕр. Сайтра каллех пирĕн ял ятне йăнăш çырни тĕл пулчĕ – Ново-Шура тенĕ. Немцев Василий Алексеевич 1906 –мĕш çулта çуралнă (Астăвăм Кĕнекинче – 1908), вăрçа малтанхи кунсенчех кĕнĕ. 247-мĕш дивизин 920 полкĕнче стрелок пулнă вăл. Мăшăрĕ Акулина Федоровна кĕтсе илеймен ăна. 1942-мĕш çулти раштавăн 13-мĕшенче Смоленск облаçĕнчи Сычевски районĕн Жеребцово ялĕ патĕнчен 300 метрта ытти салтаксемпе пытарнă ентеше. Смоленск тăрăхĕнче ĕçлекен шыравçăсемпе калаçса пăхрăмăр эпир. Василий Алексеевич вил тăприне каярах Аристово ялне куçарнине пĕлтĕмĕр.
Тукай ялĕнчи Волков Илья Захарович та Астăвăм кĕнекинче 1944-мĕш çулта çурла уйăхĕнче çухалнă пек курăнать. Анчах та сайт докуменчĕсене пăхсан ентеш 1944-мĕш çулта çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче 67-мĕш Çарăн 86–мĕш дивизине çул тытни курăнать. 86-мĕш дивизи çав вăхăтра Тарту хулишĕн çапăçăва кĕме хатĕрленнĕ.
Ямщиков Трофим Тимофеевич та Астăвăм кĕнекинче çырнă пек хыпарсăр çухалман. Вăл Ржев хули патĕнче хаяр çапăçура куçне хупнă. Ржев хулинчен пытарнă ăна васкакан салтаксем. 1956-мĕш çултак салтаксен вил тăприсене Смоленск масарĕ çине тăванла мемориала куçарнă.
Хыпарсăр çухалнă тени салтак вуçех пулманнине е плена лекнине пĕлтермест. Ытларах чухне хыпарсăр çухалнă текен çынсем тăван çĕршĕн юн тăкса пурнăçран уйрăлнă. Анчах та вĕсен ятне кăтартакан хут-документ пулман вĕсен çумра, е полкри ытти çынсемпе тĕплĕн паллашса ĕлкĕреймен, е медальона çырса тултарман вăл... Тата тепĕр чух салтак ятне, хушаматне, ял ятне йăнăш çырнипе шыраса тупайманни те пулать. Вăрçă вăхăтĕнче салтак ÿксе вилнине асăрхаса ĕлкĕрейменни те час-час пулнă. Паянхи кунчченех çав салтаксем окопсенче ятсăр выртаççĕ.
Тăван çĕре тăшмансенчен хÿтĕлесе пуç хунă ятсăр салтаксем хушшинче – пирĕн асаттесем. Апла пулсан асатте ăçта выртнине пĕлмесен те ятсăр салтак палăкĕ патне пырса эпир чечек хума, вĕсен ятне асра тытма пултаратпăр эпир.
#ПОНаследие#ДеньНеизвестногоСолдата#КаçалЕн