Çак ыйтӑва хурав парас тесе 1-мĕш тата 3-мĕш класра вĕренекенсем космос çул çӳревне тухрĕç. Кашни Планета ачасен умне кӑткӑс ыйтусем кӑларса тӑратрĕ. Çĕр планетӑра вĕсем чи малтан çӑлтӑрсем патне вĕçсе хӑпарнӑ космонавтсем çинчен презентаци пӑхса паллашрĕç, космос карапĕ пуçтарчĕç.
Марс çинче çӑлтӑрсем шутларĕç, Венера хатĕрленĕ кроссворда шутласа тупма та çӑмӑлах пулмарĕ. Ытти планетӑсенче ачасем интерактивлӑ вӑйӑ вылярĕç, ребус тупсӑмне тупрĕç. Ӑс-тӑн пултарулӑхне çеç мар, вӑй-хал çирĕплĕхне те тĕрĕслерĕç пулас космонавтсем. Хӑйсене килĕшнĕ, асра юлнӑ самантсене ӳкерчĕксенче сӑнларĕç, космонавт пулма çӑмӑлах маррине палӑртрĕç.
Легко ли быть космонавтом? Чтобы ответить на этот вопрос обучающиеся первого и третьего класса отправились в космическое путешествие. Побывав на каждой Планете, ребята узнали много интересного. На Земле они, посмотрев презентацию, познакомились с первыми космонавтами и собрали космический корабль. На других планетах считали звезды, разгадывали кроссворды, ребусы. Будущим космонавтам нужны не только знания, но и физическая тренировка. Дети в этом убедились в спортивных конкурсах. Впечатления о космосе они выразили в своих рисунках.
Подготовили и провели мероприятие классные руководители - Курицына Елена Николаевна и Тихонова Татьяна Васиьлевна