Кĕçĕн класра вĕренекенсем «Кайӑксем – пирĕн туссем» акци ирттерчĕç. Уява пирĕн тӑрӑхра хĕл каçнӑ тата ӑшӑ енчен вĕçсе килнĕ кайӑксем хӑнана килчĕç. Вĕсем ачасене хӑйсемпе паллаштарчĕç, еплерех пурӑннине каласа пачĕç. Ачасем те парӑмра юлмарĕç. Савӑнсах кайӑксене ӳкерчĕç, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене шырарĕç, сӑвӑсем вуларĕç, сасӑ тӑрӑх кайӑксене уйӑрса илчĕç.
Чӑваш Республикин Хĕрлĕ Кĕнекине кĕнĕ кайӑксемпе паллашнӑ хыççӑн чылайӑшне хӳтлĕхе илмеллине пĕлчĕç. Хӑйсем тунӑ сырӑшсем çине апатсем тухса хурса пачĕç. Акцие йĕркелекенсем - Елена Николаевна Курицына тата Татьяна Васильевна Тихонова.
В младших классах перед каникулами классные руководители организовали и провели акцию "Крылатые друзья". К ребятам в гости прилетели птички и рассказали им о себе, о своих трудностях, проблемах, попросили помочь. Побывали в гостях у ребят и птицы из Красной книги.