Театр кунĕ тĕлне Çĕнĕ Мăрат шкулĕн волонтерĕсем пуканесем ăсталарĕç. Юмах хатĕрлерĕç. Туслăх çинчен хăйсем хайланă юмаха аслă классем садик ачисене парнелес терĕç. Пĕчĕк шăпăрлансем пит тимлесе сăнарĕç пуканесене, часрах тытса выляс килчĕ пулĕ. Каярах вара аслисем пĕчĕккисемпе туслăх çинчен калаçрĕç, вăйăсем вылярĕç, теттесемпе выляма вĕрентрĕç. Ăсталанă хут пуканесем кайран пĕчĕккисем патĕнчех пурăнма юлчĕç.
На кануне Дня театра наши добровольцы под руководством Борисовой Ирины Ивановны смастерили самостоятельно бумажных кукол. Сами ребята сочинили сказку про дружных девчонок. И отправилась эта школьная трупа с куколками и декорациями в детскую группу (ГКПД "Ромашка) к малышам.
Представление старшеклассников малыши смотрели с удивлением и любопытством, уж очень им хотелось кукол самим взять в руки. После сказки активисты поиграли с детишками, а потом и вовсе подарили все самодельные куколки. Малыши были рады таким подаркам, они с интересом начали с ними играть, и уже придумывали свои сказочки.