"Чăваш пики" конкурс

Паян районта "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Пирĕн шкултан ку конкурсра 2 пике хутшăнчĕ. Иккĕшĕ те маттур та пултаруллă, хитре те ырă, сăпайлă та ăслă. Таня та, Диана та куракансене питĕ килĕшрĕç. Таня "вăлчасене" хăваларĕ, хĕрхенчĕ. Диана вара ташласа тĕлĕнтерчĕ, чăн патриот пулнине кăтартрĕ.

5 тĕслĕ ăмăрту витĕр тухрĕç хĕрсем: "Визиткăра" хăйсемпе паллаштарчĕç, ыйтусене те пурне те тĕрĕс хуравларĕç, Диана техĕмлĕ шÿрпепе сăйларĕ, Таня вара шăрттанпа хăналарĕ. Залра ларакансем пирĕн пикесене тăвăллăн ал çупрĕç. Чăн чăваш хĕрĕсем Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренни курăнса тăчĕ.

Маттур, хĕрсем! Эсир чи пултаруллисем! Чи сăпайлисем! Мухтанатпăр сирĕнпе!