Уроксем пĕтсен шкул ачисене килсене автобус леçет. Автобус кĕтнĕ хушăра ачасем ахаль тăрасшăн мар. Тем ĕç те пур вĕсен. Е киле ĕç тăваççĕ, е ташă-юрă вĕренеççĕ.
Ĕнер ав кайăксене валли тунă сырăшсем пушанса çитнине асăрханă. Паяна тырă илсе килнĕ. Сырăшсене тултарса пама ушкăнпа тухрĕç, шкул сачĕ аванах пысăк, юр та хÿсе тултарнă садра.
"Ушкăнпа вара ĕç хăвăрт пулать, сырăш патне юр ашса кĕме те хавслăрах пек, " - теççĕ Çĕнĕ Мăрат шкулĕн волонтерĕсем.