Чăвашлăх тěнчишěн палăрăмлă черетлě пулăм хыçа юлчě, пěтěм халăхпа пěрле акан 25-мěшěнче Чăваш чěлхи кунне Тукайра та паллă турěç ачасем. Тукай шкулě ачисем те çак кун илемлě чăваш тумěсемпе çӳрерěç. Уява ял вулавăшěн ěçченě Мотрина Цветана уçрě. Вăл Иван Яковлевич Яковлев çинчен каласа пачě. Шкулта Иван Яковлев çинчен çырнă кěнекесен куравě ěçлерě. Ачасем хатěрленě рефератсем, презентацисем пулчěç уявра. Уяв концертне ачасен юрри-ташши, сăвви-вăййи пуянлатрě. Ача садне çӳрекен шăпăрлансем те хастар пулчěç. «Тăван чěлхе – пирěн пуянлăх, упрар ăна, çěклер!» - терěç уява хутшăнакансем.